• Рубрика записи:Пословицы

Укçапа пуйиччен туспа пуй.
Не запасайся деньгами, а запасайся друзьями.


Куçпа курнине пурне те алăпа тытаймăн.
Невозможно объять всего, что видишь глазами.


Куçпа курсан урапа тар.
Увидишь глазами, беги ногами.


Лайăх ят мултан та паха.
Добрая слава ценнее богатства.


Инкекпе синкек хушши пĕр утăм анчах.
От беды до несчастья лишь один шаг.


Сĕрмен урапа йывăр кусать.
Без смазки колесо плохо вертится.


Кушака кулă, шăшие вилĕм.
Кошке забава, мышке смерть.


Çул çÿреме сатур кирлĕ, вăрçă вăрçма паттăр кирлĕ.
В пути нужны отважные, на поле брани нужны богатыри.


Кашкăрпа каварла, анчах пăшална авăрла.
С волком уговаривайся, а ружье заряжай.


Пÿрт-çурт тытма тăн-пуç кирлĕ.
Чтобы управлять домашним хозяйством, нужен разум.


Пуянтан ыйтиччен ырă çынтан ыйтма хушнă.
Чем просит у богатого, велено просить у доброго.


Хура халăхăн хура тăпра çине урине чикмесен хырăмĕ тăранаймасть.
Простой народ не может себя прокормить, не поработав на черной земле.


Курманнин курас килнĕ, курнин хăсас килнĕ.
Кто не видел, тому хочется видеть, кто видел, того претит.


Вăрлаканăн пĕр çылăх, çухатаканăн çĕр çылăх.
На укравшем один грех, за потерпевшим сто грехов.


Малтан хăйне асла хуракан кайран кĕçĕн пулнă.
Кто сначала считает себя страшим, тот потом станет младшим.


Паракантан ил, çапакантан тар.
Бери, когда дают, бегу, когда бьют.


Çĕр сум пуличчен çĕр тус пултăр.
Пусть будет сто друзей, нежели сто рублей.


Кÿршĕ-аршă аякри тăванран паха.
Соседи дороже дальних родичей.


Хура çăкăр çиекен ниçта та хур пулман.
Кто ест черный хлеб, тот нигде не пропадет.


Усал йытă ураран çыртать, усал çын пуçа çиет.
Злая собака за ногу кусает, а дурной человек может голову погубить.


Пурăнан пурнăç пăрăнăçсăр килмест.
Жизнь не без поворотов.


Юлташсăр çын тымарсăр йывăç пек.
Человек без друзей, что дерево без корней.


Усал çынпа çула ан тух.
Не бери себе в спутники дурного человека.


Щин аллинче кукаль пысак куранать!


Ыраш çапма пиллĕкĕн лайăх, кукăль çиме иккĕн лайăх.
Молотить рожь хорошо впятером, а пироги есть — вдвоем.


Халăх сурсан кÿлĕ тăвать.
Народ плюнет – озеро образуется.


Шанчăклă тусăн хакĕ çук.
Надежный друг цены не имеет.


Кĕтÿрен юлнă сурăх кашкăр кулли пулать.
Отставшая от стада овца становится добычей волка.